НАР | 06 |
Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче «Аннене анне тееҫҫӗ» илемлӗ фильм куравӗ пулать. Кино кӑларма Анат тата Тури Ачаксем хастар хутшӑннӑ, артистсене кӗпе тумтирсем тупса панӑ, хӑйсем те эпизодла рольсенче вылянӑ. Халӗ кино ӳкерекенсем ял ҫыннисен шухӑш-кӑмӑлне пӗлесшӗн. Фильма пӑхнӑ хыҫҫӑн ӑна сӳтсе явма палӑртнӑ. Ҫакӑ куракансен сӗнӗвӗсене тата вӗсен асӑрхаттарӑвӗсене шута илме, малашне халӑх кӑмӑлне тивӗҫтерекен киносем кӑларма пулӑшӗ.
Палтай шкулӗнче «Музей тата ачасем» уйӑхлӑхне кӗрекен Тани Юн ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитне ятпа ятарлӑ каҫ иртрӗ. Чи малтан шкулти таврапӗлӗвӗн кружокӗнче тӑрӑшакан ачасем пӗрремеш чӑваш актрисин кун-ҫулӗпе пултарулӑхӗ пирки каласа пачӗҫ. Ун хыҫҫӑн ятарласа чӗнсе илнӗ Халӑх Академикӗ, вырӑнти таврапӗлӳҫӗ Валерий Венедиктович Муравьев Тани Юнпа унӑн мӑшӑрӗ ҫинчен каласа пачӗ — вӑл вӗсене пӗлнӗ, вӗсемпе хутшӑннӑ. Валерий Венедиктович ҫакна та каласа хӑварчӗ — халӑх ӑсӗнче Тани Юн пӗрремӗш актриса пек юлнӑ. Шел те, ун шайне ҫитекен Чӑваш Енре урӑх пулман. Юлашкинчен вара Тани Юнпа лайӑхрах паллашмашкӑн Валерий Муравьев шкул вулавӑшне хӑйӗн кӗнекисене парнелерӗ.
Хӑнасене ҫавӑн пекех Серебрякова Н.В. ертсе пыракан фольклор кружокӗнчи ачасем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Ачасем ҫавӑн пекех Тани Юн пултарулӑхӗнчи пӗр сценӑна та выляса пачӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |